Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ Владимир Михайлов темиҫе хваттерлӗ пулни ҫинчен «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ.
Владимир Михайловӑн харпӑрлӑхӗнче — Йӗпреҫ районӗнче пиллӗк, Ҫӗрпӳ тата Етӗрне районӗсенче икшер, Канаш районӗнче тата Мари Элти Козмодемьянск хулинче пӗрер хваттер. Хуласенче депутатӑн хваттерӗсем тата нумайрах-мӗн: Ҫӗнӗ Шупашкарта — 5 хваттер, Шупашкарта — 31 хваттер. Шупашкартисем, сӑмахран, Мате Залка, Граждан, Пролетарски, Николаев космонавт, Богдан Хмельницкий урамӗсенче, Мир, Максим Горький, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх, Трактор тӑвакансен проспекчӗсенче иккен.
«Халӑх тарҫи», «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнине ӗненсен, ҫынсене пысӑк процентпа укҫа парса пурӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче муниципалитета ертсе пыма тивӗҫ ҫынна шыраҫҫӗ. Маларах «ҫӗрпӳсем» терӗмӗр те, капла калани тӗрӗсех мар. Районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакансем суйлас йӑла темиҫе ҫул каялла пӑчланчӗ. Халӗ кандидатурӑсене малтан республика шӑйӗнчи комисси (ӑна регион ертӳҫи ҫирӗплетет) комисси пӑхса тухса аллать, кайран Депутатсен районти пухӑвӗнче сӳтсе яваҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче республикӑри комисси пайташӗсем пуҫлӑха тупайманнине пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер комисси черетлӗ хутчен ларӑва пухӑннӑ. Хальхинче «Надежда» общество ертӳҫи, 1963 ҫулта ҫуралнӑ Виктор Фёдоров, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ, 1981 ҫулхи Игорь Николаев, Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗ, 1975 ҫулхи Юрий Ямсков заявлени панӑ.
Тӗнче тетелӗсенчен пӗринчи «Цивильск/район» (чӑв. Ҫӗрпӳ/район) ушкӑнра ҫырнӑ тӑрӑх, кандидатсен хушшинче Ҫӗрпӳ район ҫынни ҫук. Район ҫыннисем Беккер оппозиционер (ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ) конкурса хутшӑнасса шаннӑ-мӗн те, анчах вӑл заявлени паман.
Ҫӗршӗн вӑрҫӑнма хушманнине пурте пӗлетпӗр-ха. Апла пулин те хӑшӗсем ют пурлӑх ҫине пырса кӗрсе ят илтесрен хӑрамаҫҫӗ.
Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта планпа пӑхман виҫӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫапла тума вӗсене унта ҫитнӗ ҫӑхавсем хистенӗ. Тӗрӗслев ҫынсемпе организацисем ахальтен пулӑшу ыйтманнине ҫирӗплетсе панӑ.
Патӑрьел районӗнчи усламҫӑ автозаправка станцийӗ валли ҫӗр лаптӑкӗн пӗр пайне хӑй тӗллӗн йышӑннӑ. Хайхискер ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫине пырса кӗнӗ. Пурӗ 289 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче хуҫаланма тытӑннӑ вӑл. Ҫӗрӗн хуҫи хӑйӗн пурлӑхӗ ҫине пырса кӗнине ӑнланмасӑрах юлнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче пӗр организаци ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ 567 тӑваткал метр лаптӑк ҫӗр ҫине хӑйӑр тата вак чул тӑкма тытӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи усламҫӑ райпо ҫӗрӗ шутланакан 18 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ. Унта вӑл тимӗртен конструкци вырнаҫтарнӑ.
Ҫӗр саккуне пӑсакансене пурне те явап тыттараҫҫӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви кӑҫал ейӳ ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче сарӑлма пултарасси пирки асӑрхаттарать. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, Улатӑр хулинче, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Елчӗк районӗсенче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур. Асӑннӑ тӑрӑхсенче 9 ялти 330 ҫурта, 3 автоҫула шыв илме пултарать.
Синоптиксем лӑплантараҫҫӗ: кӑҫал ейӳ лӑпкӑ иртмелле. Юрта нӳрӗк нумай пулсан та пур ҫӗрте те тенӗ пекех ҫӗр 36 сантиметртан тарӑнрах шӑнман. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, икӗ хут пӗчӗкрех.
Кӑнтӑр енчи районсенче лару-тӑру лӑпках-ха. Пӑла юханшывӗнче пӑр тапраннӑ, унти шыв шайӗ майӗпен пӗчӗкленет. Ҫӑлавҫӑсем те сыхӑ тӑраҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хальхи вӑхӑтра Борис Марков пурнӑҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче Андрей Павлов экс-пуҫлӑх вырӑнне шаннӑччӗ. Хӗрӗхе ҫывхаракан Павлов тӗлӗшпе иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче суд приговор вуланӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ пуҫлӑха суд колони-поселение 2 ҫуллӑха ӑсатма, кунсӑр пуҫне ӑна 50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссине ҫирӗплетнӗччӗ. Депутатсен пухӑвӗн паянхи ларӑвӗнче ҫав комисси пайташӗсем пуҫлӑха тупайманнине пӗлтернӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкран Тӗрер ялне каякан ҫул варринчи асфальт путса аннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫеҫ мар, kazan.kp.ru та пӗлтернӗ.
Маларах асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакансем ҫулпа машинӑсем ҫӳрейменнине хыпарланӑ.
Вырӑнти пӗлтерӗшлӗ трассӑна ҫав тӑрӑхри Чурачӑкра вырнаҫнӑ «Воддорстрой» тулли мар яваплӑ общество тытса тӑрать иккен. Ҫак йӗркесен авторне паян предприятин тӗп директорӗпе Анатолий Федоровпа телефонпа калаҫма тӳр килчӗ. Вӑл ҫула паянах сапласа хунине ӗнентерчӗ. Ҫав вӑхӑтрах путӑк пирки МИХсене ҫыртарас килменнине палӑртрӗ.
Пуҫлӑх кӑмӑлне ӑнланма пулать. Чӑваш Енри ҫулсен пахалӑхӗ начарри пирки Ижевскра федерацин Атӑлҫин округӗсен ериӳҫисемпе нумаях пулмасть иртнӗ канашлура та сӑмах пулнӑччӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркассинче пурӑнакан Александра Родионова 105 ҫул тултарнӑ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Борис Марков ӑна ҫав ятпа киле ҫитсех саламланӑ. Парне панӑ, чечек ҫыххи тыттарнӑ. Кинемей патне вӑл РФ Президенчӗн саламне те илсе кайнӑ.
Александра Родионовна ултӑ ҫултах амӑшӗсӗр юлнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьере аслӑ пиччӗшӗсемпе тата аппӑшӗсемпе ӳснӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ӑна окоп чавма янӑ, Урал тӑрӑхӗнчи шахтӑра та ӗҫленӗ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, кинемей туслӑ ҫемьере, ывӑлӗпе тата кинӗпе, мӑнукӗсемпе тата мӑнукӗсен ачисемпе ыр курса пурӑнать. 105 ҫула хыҫа хӑварнӑ пулин те сывлӑх начаррине шарламасть иккен. Куҫӗ кӑна начартарах курать-мӗн. Ҫапах та уҫӑлма та вӑл тухса кӗрет.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнче пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӗҫ-пуҫа судра пӑхса тухнӑ. Ют ҫын сарайне ҫивитти урлӑ кӗрсе икӗ хур вӑрласа тухнӑ арҫын айӑплине ҫирӗплетнӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ хуҫи ҫав икӗ хура 1 пин те 400 тенкӗлӗх хакланӑ. Вырӑнти йӗркелӗх хуралҫисем вӑрра кӗске вӑхӑтрах тупса палӑртнӑ, ӑна тытса чарнӑ. Ют ҫын хуҫалӑхне саккунсӑр майпа кӗрсе пурлӑха вӑрттӑн вӑрланӑ тесе унӑн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ суд пулнӑ. Икӗ хур вӑрласа тухнӑ арҫынна ҫирӗп йӗркеллӗ колоние ултӑ уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хурӗсем паянхи кун ӑҫта — кун пирки ҫӳлерех асӑннӑ ҫӑлкуҫра нимӗн те ҫырман.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт Сали ҫывӑхӗнчи заправка ҫумӗнче арҫын виллине тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шӑнса вилнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫат сайтӗнче хыпарланӑ.
34 ҫулти арҫын виллине пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ир-ирех асӑрханӑ. Ҫак хыпара хаҫата пӗлтернӗ ҫын каланӑ тӑрӑх, ҫав арҫын эрехпе айкашма пултарнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет, арҫын мӗншӗн вилнине уҫӑмлатать.
Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнче килӗнчен инҫех мар хӗрарӑм шӑнса вилни пирки пӗлтернӗччӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумай ачаллӑ ҫемьесене «Анне» паллӑпа чысласси пирки хушу пуснӑччӗ. Ҫак кунсенче ҫак наградӑна пирвайхи ҫемьесем тивӗҫнӗ.
Ҫак чыса тӑватӑ амӑшӗ илнӗ. Куславкка районӗнчи ултӑ ача амӑшне Людмила Беляевӑна, Ҫӗрпӳ районӗнчи 5 пепке амӑшне Ирина Кузьминана, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тӑхӑр шӑпӑрлана ҫуратнӑ Ирина Моисеевӑна тата Элӗк районӗнче тӗпленнӗ пилӗк ача амӑшне Любовь Павловӑна «Анне» паллӑпа наградӑланӑ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай ачаллӑ амӑшӗсене «Амӑшӗн мухтавӗ» паллӑпа чыслама тытӑннӑ. Ӑна пилӗк е тата ытларах ачана воспитани паракансем тивӗҫеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |